klevoz.ru страница 1
скачать файл
6 класс

Пуплев хăнăхăвĕсем.

Сăмахсене пуплевре ачасем уçăмлă калама пĕлмелле, ударени тĕрĕс лартмалла. Хăнăхнă сăмахсенчен тăракан текст содержанине ăнланмалла, кĕскен каласа пама пултармалла.

Хăй е çывăх çын çинчен, курнă спектакль е фильм çинчен кĕскен каласа пама пултармалла. Вулакан текст содержанийĕ тăрăх ыйту лартса вĕсем çине ответлеме пултармалла. Çыхăнуллă калав калăпăшĕ 12-14 предложени таран ÿсмелле.

Вулав.

Учебникри çăмăллатнă текстсене е вулав кĕнекисенчи илемлĕ текстсене сасăпа вулама пĕлмелле. Вуланă чух текста пĕлтерĕшлĕ сыпăксем çине тĕрĕс пайламалла.

Унччен илтмен сăмахсен хисепĕ 3 %-ран ытла мар чухне ачасем текст содержанине ăнланма тивĕç.

Вулав хăвăртлăхĕ минутра 400 çыру палли таран пулмалла.



Çыру.

Диктант çырасси. Вуланă текст содержанине кĕскен çырса парасси. Укерчĕк тăрăх кĕске сочинении çырасси.



Грамматика.

Анлă ят сăмах майлашăвĕсене пуплеве кĕртсе пырасси (пысăк чул çурт, виçĕ шурă хурăн, ялти вăтам шкул, хула хĕрринчи парк).

Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисем. Ыйту сăмахăн предложенири вырăнĕ (Ку автобус ăçта каять?- Ăçта каять-ши автобус?). Ыйтусăр предложенири сăмах йĕрки.

Таврăну сăпат местоименийĕсемпе пуплевре усă курасси. (Ху çинчен каласа пар. Вăл хăйне ытларах юратать. Мĕн пулнине хам та астумастăп).

Мăшăр сăмахсен пулăвĕпе паллаштарасси (атте-анне, атă-пушмак, сĕтел-пукан т.ыт.те)

Тĕрлĕ падежри япала ячĕсемпе, местоименисемпе пуплевре уçă курма хăнăхтарасси (Атăлăн сылтăм çыранĕ чăнкă, сулахаййи сĕвек. Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать. Хушăн та, çыншăн та тăрăш т.ыт.те).

Паллă ячĕсем япала ячĕ вырăнĕнче çÿреме пултарни (сивĕ çанталăк-шартлама сивĕ; сивĕ хĕл-хĕл сивви); çутă хĕвел-хĕвел çутти). Паллă ячĕсем-и(-ĕ) аффикс йышăнни (ватă-ватти, аслă-асли), вĕсен пуплеври вырăнĕ.
Ĕмĕт наклоненийĕнчи глагол формисемпе паллаштарасси. Ĕмĕт наклоненине çывăх формăсем (эпĕ кайăттăм-ман каясчĕ, эп каясшăн-ман каяс килет), вĕсемпе пуплевре усă курасси.

Тухăçлă причасти формисем (иртнĕ, хальхи, пулас, пулмалли причастисем), вĕсен пуплеври вырăнĕ.

Деепричасти формисем (юрла-юрла ĕçле, тăраниччен çи, хĕвел тухнăранпа), вĕсен пуплеври вырăнĕ.

Пуплеве çĕнĕ хыçсăмахсем кĕртесси (пула, кура, тăрăх, тавра, урлă, витĕр, çине, çинчен т.ыт.те).

Ачасен активлă словарьне вĕренÿ çулĕ вĕçнелле 300 яхăн çĕнĕ сăмах хушăнмалла.

VІІ класс (102 сехет)

Пуплев хăнăхăвĕсем.

Ачасем радиопа е телевидени урлă паракан чăвашла передачăсене, театрта чăвашла спектакльсене ăнланмалла. Пуçласа вулакан текстăн содержанийĕ те (унта пĕлмен сăмахсем 3 %-ран ытла мар пулсан) ачасемшĕн ăнланмалла пулмалла.

Хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, вĕренĕвĕ, канашлăвĕ, шухăш-ĕмĕчĕ çинчен ачасен диалог формипе те, монолог формипе те калаçма пĕлмелле.

Ачасен çыруллă калавĕ 15-16 предложени таран ÿсмелле. Сăмахсемпе усă курас енчен те, чĕлхе тытăмĕ енчен те ачасен пуплевĕ тĕрĕс пулмалла.



Вулав.

Вĕренÿ ыйтнине шута илсе çăмăллатнă текстсене е ачасем валли çырнă произведенисене вĕренекенсем ăшра та, сасăпа та минутра 450 çыру палли таран ăнланса вуламалла. Текстра тĕл пулакан ăнланман сăмахсене словарьте шырама хăнăхса пымалла.

Хаçат-журналта ачасем хăйсене интереслентерекен статьясемпе паллашма пултармалла.

Çыру.

Стена хаçачĕ валли пысăках мар заметка çырма хăнăхтармалла. Тус-юлташа, çывăх çынна (ашшĕ-амăшне, пиччĕш-аппăшне т.ыт.те) е пачах та пĕлмен çынна кĕске çыру çырма вĕренмелле.



Грамматика.

Япала ячĕсен пулăвĕ (пулă-пулăçă, пур-пурлăх; сут, ил-суту-илÿ; çăлăн-çăлăнăç).

Глаголсен пулăвĕ (вула-вулаттар, кала-калаттар, кăвак-кăвакар-кăвакарт; тĕттĕм-тĕттĕмлен т.ыт.те). Иккĕмĕшле глаголсемпе пуплевре усă курасси (Ачасем чăвашла вулаççĕ, калаçаççĕ. - Учитель ачасене чăвашла вулаттарать, калаçтарать т.ыт.те).

Причасти, деепричасти, инфинитив ушкăнĕсем, вĕсене пуплеве кĕртсе пырасси (шкула каякан ачасем; шкула кайнă чух, ачасем шкула кайнă чух-ансатраххисенчен кăткăсраххисем патне). Причастисен –и аффикс йышăннă формисем, вĕсен пуплеври вырăнĕпе паллаштарасси (Урамра ачасем шавлаççĕ.- Урамра ачасем шавлани илтĕнет; Учитель чăвашла вулать.- Ачасем учитель чăвашла вуланине тимлĕн итлеççĕ).

Причастисемпе йĕркеленекен предложени моделĕсем: Ура ыратакан пулчĕ.- Ура ыратми пулчĕ. Шкулти йĕркене пурин те пăхăнмалла (е пăхăнас пулать). Пур ĕçе те вăхăтра тумалла (е тăва пулать).
Анлă глаголсен пуплеври вырăнĕпе пĕлтерĕшĕсене сăнама, вĕсемпе усă курма хăнăхтарасси (ут-утса тух; вĕç-вĕçсе ан, вĕçсе хăпар, вĕçсе çÿре, вĕçсе кил; чарăн-чарăнса лар).

Евĕрлев сăмахĕсемпе, вĕсен пуплеври вырăнĕпе паллаштарасси (Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать. Палт йăванса кайрĕ. Шалт тĕлĕнтĕм). Евĕрлев сăмахĕсенчен пулакан глаголсем (кĕрле, шăнкăртат, шакка, такка т.ыт.те).

Паллăрах татăксем, вĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.

Улшăнакан хыçсăмахсем, вĕсемпе пуплевре усă курасси: сĕтел çине (çинче, çинчен), йывăç айне (айĕнче, айĕнчен, айĕн, айĕпе), çурт хыçне (хыçĕнче, хыçĕнчен) т.ыт.те.

Активлă словарь 2000 сăмаха çитмелле, çулталăкра 300 сăмахран кая мар ÿсмелле.

VІІІ класс (102 сехет)
Пуплев хăнăхăвĕсем.

Ачасем кулленхи калаçăва ăнланма та, унта хутшăнса калаçма та пултармалла. Радиопа телевидени передачисен, хаçат-журналти статьясен тĕп содержанийĕ вĕсемшĕн ăнланмалла пулмалла. Калаçура вĕсем хăйсен шухăшне уçăмлăн та анлăн уçса памалла. Хăйсен çыхăнуллă калавĕ 17-18 предложени таран ÿсмелле.



Вулав.

Вĕренÿ кĕнекисенчи текстсене ăшра та, сасăпа та минутра 500 çыру палли чухлĕ вулама пултармалла. Вулав уçă та ăнлануллă пулмалла.



Çыру.

Çыру, заметка, пĕр-пĕрин валли записка çырасси. Вуланă текст килĕшнипе килĕшменнине çырса кăтартасси. Сăмахран: Калава интересленсех вуласа тухрăм. Вăрман пĕтсе пыни чĕр чунсемшĕн кăна мар, этемшĕн те начар иккен. Апла пулсан вăрмана упрас та, ытларах ĕрчетес те пулать.



Грамматика.

Хутсăр предложенисене сыпăнуллă тата пăхăнуллă çыхăнупа пĕрлештересси. Пăхăнуллă çыхăнăвăн тĕрлĕ мелĕпе (аффикссемпе, хыçсăмахсемпе, союзсемпе) усă курма хăнăхтарасси. Тĕслĕхрен: Çумăр чарăнчĕ, çул çинчи асфальт часах типрĕ. Çумăр çунăран (çунă пирки) ачасем пула каяймарĕç. Çумăр çунă чух ачасем килте ларчĕç.

Глагол пĕрлешĕвĕсемпе усă курма хăнăхтарасси (чупса тух, чупса кĕр, чупса кай, чупса кил; кĕрсе кай, кĕрсе тух, кĕрсе ÿк; вулама тытăн, вуласа тух, вуласа лар; çырса ил, çырса хур, çырса пар т.ыт.те).

Паллă ячĕсенчен наречисем туса вĕсемпе пуплевре усă курасси: (пысăк-пысăккăн, çăмăл-çăмăллăн, сивĕ-сиввĕн, кăмăллă-кăмăллăн).

Улшăнакан хыçсăмахсемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси (сĕтел умне, сĕтел çине, сĕтел айĕнче, сĕтел çумĕнче; пирĕн пата, сирĕн патра, вĕсем патĕнче т.ыт.те).

Япала, паллă, хисеп ячĕсем, местоименисемпе наречисем çинчен ку таранччен вĕреннине пĕтĕмлетесси (япала ячĕсен вĕçленĕвĕ, камăнлăх формисем; паллă ячĕсен степенĕсем, пуплеври вырăнĕ; хисеп ячĕсен ушкăнĕсем, местоименисен ушкăнĕсем, вĕсем вĕçленни т.ыт.те).



ІХ класс (102 сехет)
Вулав материалĕ.

Илемлĕ литературăран илнисем, культура, искусство, мораль, наука ыйтăвĕсемпе çыхăннисем.



Пуплев хăнăхăвĕсем.

Вĕренекенсен калаçăва пур темăпа та ирĕклĕн хутшăнмалла - диалог формипе те, монолог формипе те.



Вулав.

Чăвашла текстсене ирĕклĕн те çăмăллăн, ăнлануллăн вуламалла.



Çыру.

Вуланă текст содержанине кĕскен çырса парасси. Сăнлав, калав, ăслав мелĕпе пысăках мар хайлав çырасси (çынна е çут çанталăка сăнласа, пĕр-пĕр пулăма хакласа). Изложени çырасси.



Грамматика.

Глагол çинчен ку таранччен вĕреннине пĕтĕмлетесси (наклонении, вăхăт формисем, çуклă форма, аспект, сăпатсăр формăсем).

Хутлă предложенин тытăмĕпе уйрăмлăхĕсем. Хутлă предложенисен (союзлисемпе пăхăнуллисен) паллăрах тĕсĕсене пуплевре çирĕплетесси. Чăваш чĕлхин пĕтĕмĕшле уйрăмлăхĕсемпе паллаштарасси. Чăваш чĕлхи сингарманизмлă тата аглютинациллĕ чĕлхе пулни. Чăваш чĕлхинчи перекет йĕрки (аффикс перекечĕ, сăмах перекечĕ). Пуплев ытлашши вăрăмланасран сыхланмалли мелсем: сăмахсене юнашар лартсах пĕр-пĕринпе çыхăнтарни, сăмахсене кĕскетме тăрăшни (эпĕ-эп, çичĕ-çич, каятăп-каяп т.ыт.те).

Чăваш пуплевĕнчи интонаци тикĕслĕхĕ, унăн сăлтавĕ.



Хутлă предложени хăйĕн тытăмĕпе хутсăррине çывăх пулни.

Пуплевре глагол формисем тăтăш тĕл пулни, чăваш чĕлхи глаголлă конструкцисене кăмăлларах пани.
скачать файл



Смотрите также:
Сăмахсене пуплевре ачасем уçăмлă калама пĕлмелле, ударени тĕрĕс лартмалла. Хăнăхнă сăмахсенчен тăракан текст содержанине ăнланмалла, кĕскен каласа пама пултармалла
64.59kb.
Рабочая программа по родному языку и литературе в 5 классе мбоу «Сиренькинская сош»
2839.37kb.
Рабочая программа по родному языку и литературе в 5 классе мбоу «Сиренькинская сош»
2839.37kb.
Представляет собой текст художественного или публицистического стиля (200 300 слов) среднего уровня орфографической и пунктуационной сложности
78.51kb.
Прослушайте текст и выполните задание C1 на отдельном подписанном листе. Сначала напишите номер задания, а затем текст сжатого изложения
1068.65kb.
3. Заміни вислови одним словом і запиши. Склади речення з одним із висловів
104.69kb.
Культура. Наука. Просвещение 100 великих русских художников [Текст] / авт текста Ю. А. Астахов. М. Белый город, 2008. 517 с
380.8kb.
Текст "Веданта Панчадаши" (Шри Видьяранья). Шравана. Настроиться на Гуру. Тренировать ум. Аналитическое мышление. Брахман, Ишвара, Джива. Пройти Путь. Опираться на концепцию "я брахман"
208.57kb.
Русская рок-поэзия: текст и контекст выпуск 12
5074.77kb.
9 класс Вариант раздел чтение Задания 9—10 Прочитайте следующий текст и выполните задания 9—10
142.95kb.
Текстовий редактор word практична робота 1 Тема: Введення и редагування тексту за зразком Практичну роботу рекомендується виконувати в такій послідовності
65.07kb.
Как способ предъявления учебных тем иностранным учащимся (к вопросу о тактической организации работы с текстом) // Материалы IV международной научно-методической конференции Текст: проблемы и перспективы
61.88kb.